Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗрлӗ тӗрӗллӗ тӗнчем

«Тӗрлӗ тӗрӗллӗ тӗнчем» кӗнеке 2007 ҫулта тухнӑ.

«Тӗрлӗ тӗрӗллӗ тӗнчем» кӗнеке хуплашкки

Тупмалли

ТӖРЛӖ ТӖРӖЛЛӖ ТӖНЧЕ (ум сӑмах вырӑнне)


«УХМАХ ТӖРӖЛЛӖ ТӖНЧЕМ» ЯРӐМРАН (1965-1971)
Ухмах тӗрӗ тесе пӗлтерӗшсӗр те ҫӑмӑл ҫӗвве калаҫҫӗ. Ӑна куҫ умне кӑларса тӑратас тесен Ш саспаллин варринчи патакне илмелле те аяккинчисене икӗ еннелле пӗр пек сармалла, ҫӳле кайӑк (v) лартмалла. Ансат та пӗлтерӗшсӗр тӗрӗ, ҫак ярӑмри сӑввӑмсем пекех…
«КӖРӲ ТУТРИН ТӖРРИСЕМ» ЯРӐМРАН (1972-1976)
Кӗрӳ тутрине качча кайма хатӗрленекен хӗр пулас мӑшӑрне хӑйне ҫураҫнӑ чухне парнеленӗ. Ҫав тутӑра паха тӗрӗпе эрешлетсе капӑрлатнӑ. Ҫак ярӑмри сӑввӑмсене, пулас кӗрӳ ҫулӗсенче ҫырнӑскерсене, кӗрӳ тутрин тӗррипе танлаштарассӑм килет…
«ҪИРӖМ ТӐХХӐРТИ 29 СӐВӐ»
«КОНӖЛЛӖ КӖПЕМ» ЯРӐМРАН (1977-2007)
Конӗллӗ кӗпе тени ҫыру тӗрриллӗ кӗпе тенине пӗлтерет. Ӗлӗк чӑваш хӗрӗсем кӗпе ҫанни вӗҫне хӑйсен ячӗсене вӑрттӑн паллӑсемпе тӗрлесе ҫырнӑ. Ҫак ярӑмри сӑввӑмсем ҫав ҫырӑвах аса илтермеҫҫӗ-ши, тӗпчевҫӗн чунне лайӑхрах пӗлме пулӑшакан шухӑш-туйӑм эрешӗсем мар-ши вӗсем?..


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-30 23:49:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3759 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем